Хулара
![]() Олегпа Елена Паян, Ҫемье кунӗнче, Шупашкарта хӑйне евӗр ҫемье чӑмӑртаннӑ – байкерсем мӑшӑрланнӑ. Ку туй иртен-ҫӳрене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ ахӑртнех – хӗрпе каччӑ мӑшӑрлану керменне машинӑпа мар, мотоциклпа ҫитнӗ. Тусӗсем те ҫак «утпа» пулнӑ. Олегпа Елена чылайӑшӗ пек лавкка тӑрӑх илемлӗ кӗпе шыраса ҫӳремен – хура жилет, джинс шӑлавара, шлем тӑхӑннӑ, каччӑ хӗр валли чечек ҫыххи йӑтнӑ. Ҫапла вӗсем мӑшӑрлану керменне мотоциклпа кӗрлеттерсе ҫитнӗ. Олегпа Елена ҫак «тимӗр ута» чӑннипех те юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем туйне те унпа ҫыхӑнтарнӑ. Мӑшӑрлану керменӗнче вӗсем пӗр-пӗрин пӳрни ҫине ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ, мӑшӑрланни ҫинчен ӗнентерекен хут илнӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |