Ӗнер Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗпе тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи тӗпел» кӑларӑма Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова хутшӑннӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗччӗ.
Суйлав кашни виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. «Шутлатӑп та, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче лашасене фронта ӑсатса пӗтерсен вӑкӑрсен турта хушшине тӑма тивнӗ», — терӗ «Ирхи тӗпел» кӑларӑм ертӳҫи Марина Карягина. Ертӳҫӗ пулма арҫынсене те сӗнсе пӑхнӑ. Сӑмахран, Юрий Артемьев литература критикне. Анчах вӑл хирӗсленӗ иккен. Ҫапла вара Василий Пушкинпа Лидия Филиппова кандидатурисем тӑрса юлнӑ.
Малашне пирӗн республикӑра ҫыравҫӑсен унчченхи пек виҫӗ пӗрлӗх мар, иккӗ ҫеҫ пулӗ. Хӗветӗр Акивер ертсе пыракан «Хурӑнташ» Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе пӗрлешме кӑмӑл тунӑ.