Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.03.2019 17:54 | 1758 хут пӑхнӑ
Культура
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — паллӑ чӑваш ҫыравҫин Александр Артемьевӑн паллӑ ӗҫӗн куҫарӑвӗ.

«Пур чӑваша та ҫӗнӗ кӗнекепе САЛАМЛАТӐП», — тесе хавхаланса пӗлтернӗ ӗнер Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн страницинче.

Чӑваш халӑхӗ юратса вулакан ҫав хайлава турккӑллӑ Булент Байрам куҫарнӑ. Булент Байрам, палӑртар, филолог тата фольклорист. Чӑваш халӑхӗн культурипе чӗлхине халалласа вӑлтемиҫе ӗҫ те калӑпланӑ.

Альбина Юрату сӑвӑҫ турккӑ тӑлмачипе паян туслӑ иккен. Унпа вӑл Булент Байрам мӑшӑрӗпе Венера Шупашкара тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ конференцине килсен темиҫе ҫул каялла килсен паллашнӑ.

«Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнекене ӳкерчӗксемпе Альбина Юратӑвӑн хӗрӗ Ольга Любимова илемлетнӗ.

#кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #культура, #Турци, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Илле // 8720.1.8582
2019.04.26 21:22
Альбина Бюлентпа епле тата хасан паллашни пирки Альбина суять и е корреспондент суять?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем