Сӑмах — ҫерҫи мар, тухса кайсан тытаймӑн тесе шурсухалсем тӗрӗсех каланӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑваш парламенчӗн сессийӗнче вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки каланӑ сӑмах ҫак кунсенче ҫӗршыври МИХсене ҫитнӗ.
«Россия 1» телеканалпа паян кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та Чӑваш Енри пысӑк пуҫлӑх ячӗ янӑранӑ. Юрий Васильев хӑйӗн сӑмахне ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ пулин те Ольга Скабеевӑпа Евгений Попов телеертӳҫӗсем ҫеҫ мар, студи эксперчӗсем те Чӑваш Енри пуҫлӑх трибуна умӗнче персе янине ырламанни сисӗннӗ.
Ольга Скабеева шухӑшланӑ тӑрӑх, малтан калакан, кайран мана тӗрӗс ӑнланнӑ текен тӳре-шара юлашки вӑхӑтра питех те нумайланса кайнӑ.
«Юрий Егорович, эсир — ҫӳллӗ сослови, вӗрентекенсем — ура айӗнчи тусан. Студире эпир сире ҫапларах ӑнланатпӑр», — тенӗ вӑл. «Кӑштах тӗрӗс мартарах пӗтӗмлететӗр. Эп, шел пулин те, ун пек каламан», — хуравларӗ Юрий Васильев. Унтан вӑл парламентра хӑй епле каланине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.