Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Виҫӗ каччӑ пӗлӗшне хӑратса 300 пин тенкӗ ыйтнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 15.02.2019 18:12 | 376 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Улатӑр районӗнче виҫӗ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.

Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха ҫак каччӑсем? Вӗсене ҫынна хӑратса укҫа ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви пӗлтерӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Улатӑрта пурӑнакан 18 ҫул тултарман икӗ ҫамрӑк тата 22-ри каччӑ 19-ти пӗлӗшне вӑрмана илсе кайнӑ та алли-урине вӗренпе ҫыхса лартнӑ. Унтан вӗсем ӑна хӗненӗ, вӗлерессипе те хӑратнӑ. Анчах 300 пин тенкӗ парсан чӗрӗ-сывах юлассине пӗлтернӗ. Хайхискерсем вӑхӑт та панӑ: пӗр эрне. 19-ти каччӑ килӗшнӗ.

Ун чухне 16-ри каччӑ хур курнӑскерӗн телефонне уҫҫӑнах йӑкӑртнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.

#Улатӑр районӗ, #Улатӑр, #укҫа-тенкӗ, #ҫамрӑксем, #судсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55339
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Митингра кӳрентернӗшӗн йӗрке хуралҫи укҫа шыраса илнӗ
2018, 03, 15
Улатӑр хулин экс-пуҫлӑхӗн пуҫиле ӗҫӗ ҫаплах вӗҫленмен
2018, 04, 05
Ҫуртсене ҫывӑх вӑхӑтра юсаймӗҫ
2018, 10, 17
Пакунлисем хӑратса укҫа ыйтнӑ
2018, 11, 15
Улатӑрти сивӗтмӗш савучӗн парӑмӗ 26 миллион тенке ҫитнӗ
2019, 01, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org