Чӑваш Енре ҫар паркӗ хута ярасшӑн. Вӑл «Патриот» ҫарпа патриот кану вырӑнӗн филиалӗ пулӗ.
Кунашкал парк пӗтӗмпе 16 регионта пулӗ. Ҫав йышра – Чӑваш Ен те. Мӗншӗн шӑпах пирӗн республикӑна суйланӑ-ха? Мӗншӗн тесен пирӗн патра Тӗп ҫар округӗн ҫар чаҫӗ пур.
Парка ҫар техникине кӑтартмашкӑн, ҫарпа, патриотлӑхпа ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттермешкӗн тӑваҫҫӗ. Унта, тӗслӗхрен, тупӑсем, гаубицӑсем, сывлӑшра хӳтӗленмелли техникӑна курма май пулӗ.
Парка кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫма палӑртнӑ.