Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Кӳршӗре
![]() Шупашкарти аэропорта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн ятне пама пултарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, аэропортсене хисеплӗ ят парасси ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Ҫакӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Великие имена России» (чӑв. Раҫҫейӗн аслӑ ячӗсем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пулса пырать. Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫӗ ята суйласа илнӗ. Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем Хусанти Тутарстана никам ятне те парасшӑн мар иккен. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем пикет ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки центр президиумӗн ертӳҫи Фарит Закиев пӗлтерни тӑрӑх «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ. Хусанти аэропорта Муса Джалиль, Габдулла Тукай е Андрей Туполев ятне пама суйласа илнӗ. Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта «Хусан» тени питех те килӗшуллӗ, ку вӑл тутар тӗнчин центрне пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |