Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Ен Элтеперӗ канма шухӑшланӑ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 07.11.2018 18:25 | 116 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канма шухӑшланӑ. Ҫулталӑкри черетлӗ канура вӑл чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран пулӗ.

Михаил Игнатьев каннӑ вӑхӑтра республика Ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Иван Моторин — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи.

Михаил Игнатьев республикӑри «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫат тӗп редакторӗсене Татьяна Вашуркинӑпа Владимир Васильева панӑ пӗр интервьюра ҫулсеренех кӗркунне, ҫуллахи хӗрӳ ӗҫрен кӑшт пушансан, каннине пӗлтернӗччӗ. Тата вӑл хамӑр ҫӗршывра тата ҫемйипе вӑхӑта ирттерме юратнине хыпарланӑччӗ.

#Элтепер, #кану, #политика, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер журналистсенчен шикленмест
2017, 10, 10
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-конференцие тӳрӗ эфирта кӑтартма чарнӑ
2017, 10, 25
Чӑваш Ен Элтеперӗ Патшалӑх Канашне Ҫырупа хӑҫан тухасси паллӑ
2018, 01, 10
Чӑваш Ен Элтеперне ӗҫрен кӑларас сӑмах тухнӑ
2018, 03, 30
Вадим Николаев сенаторӑн ывӑлӗ суд сакки ҫине ларӗ
2018, 11, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org