100 ҫынтан сахаллӑн пурӑнакан ялсенчи ҫынсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем килсе ҫитнӗ. Кирлӗ медицина оборудованине ПАЗ автомобильте вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Ене ҫавӑн пекки пилӗк штук килнӗ. Мобильлӗ ФАПсене РФ Правительствин резерв фондӗнчи укҫапа туяннӑ.
Урапа ҫинчи тухтӑр пӳлӗмӗсем ҫулталӑкченхи сывӑ пепкесене, 1-3 ҫулсенчи ачасене пӑхса тӑрӗҫ, ача пахчисемпе шкулсене ҫитӗҫ, ялти ҫынсене диспансеризаци витӗр кӑларӗҫ, чирлисене планпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӑхса тӑрӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Ене куҫса ҫӳрекен маммограф та илсе килмелле. Вӑл районсем тӑрӑх ҫӳресе кӑкӑр чирӗсене тӗрӗслӗ.
Мобильлӗ ФАПсене ӳлӗмрен 16 единица таран илсе килме палӑртаҫҫӗ.