Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗркунне ҫитнӗ тесе ан кулянӑр: ҫулла, ӑшӑ кунсем вӗҫленмен-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ кунсем тата пулаҫҫӗ. Ытларикун хӗвел пӑхӗ, 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун тата ӑшӑтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 24 градус таранах ӑшӑнӗ. Анчах атмосфера пусӑмӗ анӗ, ҫавна май ҫил те вӑйланӗ. Чи ҫиллӗ кун – кӗҫнерникун. Ун чух ҫил ҫеккунтра 21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Вӑл ҫумӑр, аслати илсе килме пултарӗ. Эрнекун ҫил лӑпланӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ. Шӑматкун ҫил вӑйлӑ пулмӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Каҫхине 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара сывлӑш температури каллех 25 градуса ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |