Халӑх корреспонденчӗ Дарья Гаврикова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫумӑр час-часах ҫунӑран Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ҫӗр ишӗлет-мӗн.
Дарья хӑй унта пурӑнмасть-ха. Ермак урамӗнчи виҫҫӗмӗш лининче унӑн аслашшӗ кун кунлать. Шӑп ҫав вырӑнта ҫӗр ишӗлме пуҫланӑ.
«Чылай пайӗ ҫуркунне йӑтӑнса аннӑ, вӗсем хула администрацийӗнчен строительство ҫӳп-ҫапӗ е тӑпра илсе килме ыйтнӑ. Халӗ ҫумӑра пула ҫӗр малалла ишӗлет, ҫитменнине, питӗ хӑвӑрт. Асаттешӗн пӑшӑрханатӑп, унӑн пӳрчӗ таран темиҫе метр кӑна юлнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Дарья.
Анчах хальлӗхе никам та хӑнк та туман. Ҫӗр вара малалла йӑтӑнать, ҫынсен пӳрчӗ патне ҫитесси те инҫех мар.