Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӗлхе тӗпчевҫисем «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци ирттереҫҫӗ. Михаил Иванович Скворцов профессор (1933–2016) словарьсем хайлас тӗлӗшпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. Чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» —пуянлатса хӑварнӑ. Михаил Иванович ӑсталанӑ словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллионтан иртсе кайнӑ. Ҫав словарьсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр пин ҫын — ачасем те, ҫитӗннисем те — пӗлӗвне ӳстернӗ, тавракурӑмне пуянлатнӑ.
Чухӑн республика словарь ӑстине лайӑх гонорар тӳлесе хавхалану кӳреймен. Михаил Иванович 30 ҫул ытла хваттер черетӗнче тӑнӑ, тӳре-шараран хӑтлӑ хваттер кӗтсе илеймесӗрех ҫӗре кӗнӗ — Явӑш ҫӑвинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.
Эппин хамӑр словарь ӑстине юратса хисепленине, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланине халӗ те пулин палӑртар-ха: вилтӑприйӗ ҫине пӗрлехи вӑйпа палӑк лартар!
Эсир унта хӑҫан та пулин ҫитетӗрех, хӑвӑр ыттисемпе пӗрле лартнӑ сумлӑ палӑк умне чӗрӗ чечек хуратӑрах, «словарь ашшӗне» пархатарлӑн пуҫ таятӑрах. Вара унӑн пӗр-пӗр словарьне алла илме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Хӑвӑр пирки тата куҫарнӑ нухрат пирки site@chuvash.org адреспа ҫырса пӗлтерме ыйтатпӑр, эпир вара укҫа-тенкӗ мӗнле пухӑннине пӗлтерсех тӑрӑпӑр. Пӗрлӗхре — вӑй!
Укҫа куҫармалли карта номерӗ: 4817 7600 9969 0046 (Сбербанк, мӑшӑрӗ ячӗпе уҫнӑ: «Алевтина Васильевна С.» ят тухмалла).
Банк счёчӗ:
ФИО: Алевтина Васильевна Скворцова
Счёт: 40817810375005816627
Банк получатель: Чувашское отделение № 8613 ПАО Сбербанк
г. Чебоксары
БИК: 049706609
Корр. счет: 30101810300000000609 ИНН: 7707083893
КПП: 212902001
ОКПО: 09286400
ОГРН: 1027700132195
Agabazar // 2264.72.4483
2018.06.18 17:57 | |
Палăк лартма тăпри пусăрăнасса кĕтмелле. | |
Мадуров Е.В. // 2395.28.3754
2018.06.24 12:58 | |
Agabazar, вилтăпри çулталăк хушшинче палăк лартмалăх çителĕклĕ пусăрăнса çитет. Михаил Иванович çĕре кĕни çулталăк çурă ытла, çавăнпа та хĕле кĕриччен çак сăваплă ĕç пурнăçлансан питĕ аван пулмалла. Пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарассине те кая хăвармалла мар. Михаил Иванович ăна тивĕçлĕ çын. | |
Agabazar // 3820.46.5012
2018.12.05 15:54 | |
Михаил Иванович Скворцов паллах пире чăн малтанах лексикограф пек паллă. Сăмахсарсем кăларас тĕлĕшпе ăстаçă.
Кунсăр пуçне вăл чăваш чĕлхинчи арабизмсемпе фарсизмсене шыраса тупса ăнлантарас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Каир университечĕнче (Египет) стажировкара пулнăран, унăн ку енĕпе пĕлÿ çителĕклĕ пулнă. Чăваш çырулăхĕпе орфографине лăскаса тăкасран пит хытă сыхлатчĕ. |