Паян ирхине, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, автомобиль ҫул-йӗрне тӑвакан тата юсакан предприятире инкек пулнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑр тиевлӗ машинӑн прицепӗ икӗ ҫынна хӗстерсе лартнӑ.
Предприятире юсав ӗҫӗсем пынӑ, ҫав вӑхӑтра йывӑр тиевлӗ машинӑн (фурӑн) прицепӗ икӗ ҫынна хӗстернӗ. МИХе ку хыпара пӗлтернӗ корреспондент каланӑ тӑрӑх, пӗри тӳрех вилнӗ, теприне пульницӑна илсе кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев ку инкек чӑнах та пулнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ, судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ.