Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.04.2018 15:10 | 3192 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» конкурса «Шкулта» интернет-журнал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, ЧНК, Чӑваш наци радиовӗ тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ пӗрле йӗркеленӗ. Ӗҫсене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен йышӑннӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тӳре комиссийӗ ӗҫсене хакласа мала тухнисене палӑртрӗ. Кам-кам мала тухнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Шӑп та лӑп вӗсене паян парнесемпе хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ те.

Чыслакансен йышӗнче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш наци конгресӗн Президиум членӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова, наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Надежда Егорова, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене картинӑсемпе, кӗнекесемпе тата ытти парнесемпе чысларӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи ачисем вара хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Сӑмах май конкурса хутшӑннӑ ачасем те сӑвӑ каласа пачӗҫ. Хӑш-перине итлеме уйрӑмах кӑмӑллӑ пулчӗ.

Сӑнсем (143 сӑн, паллашма ҫеҫ; каярах суйласа илсе уйрӑммӑн кӗртӗпӗр)

#наци вулавӑшӗ, #пултарулӑх, #Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #ӑмӑртусем, #ачасем

 

Сӑнсем (83)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем