Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеоконкурс ачасене йыхравлать!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.02.2018 13:57 | 5023 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеоконкурс ирттерет. Конкурса йӗркелесе ирттерме пулашакансен йышӗнче Атнер Хусанкай ӑсчах тата Николай Ишентей сӑвӑҫ пулӗҫ.

Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем пурӗ 7 номинаци хатӗрленӗ: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча сӑввисем» (шкул ҫулне ҫитменнисем валли); «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча вӑййисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: ача-пӑча юррисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: пуҫламӑш класс сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Митта Ваҫлей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: Николай Ишентей сӑввисем»; «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: чи лайӑх видео».

Сӑвӑ вулакансен http://pecekse.chuvash.org сайтра регистрациленмелле, ӳкермелли хайлава суйласа илмелле. Юрлакансен уйрӑм майпа ҫырӑнмалла — хӑйсен заявленийӗсене вӗсен civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла.

Конкурс йӗрки-шывне пирӗн сайтран илме май пур: Конкурс положенийӗ.

#ачасем, #пултарулӑх, #Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #ӑмӑртусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Александрова Наталия Андреевна // 4132.47.3890
2018.03.23 16:42
Красноармейски районӗ
Алманчри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул
пуҫламӑш класс учителӗ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем