Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, анчах нумайлӑха мар иккен. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗччен ҫумӑрлӑ тата сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури нумайран та 9 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ыран кӑштах уяр ҫанталӑк пулӗ, кӑнтӑрла вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗрле термометр -3…+2 градус кӑтартӗ. Кӑнтӑрла 4-9 градус ӑшӑ пулӗ.
Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ, вӑл кӑнтӑрла та чарӑнмӗ. Ҫӗрле +3…+8 градус пулӗ. Кӑнтӑрла шӑматкунхи евӗр ҫанталӑк тӑрӗ.
Тунтикун вара йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫӗрле те сивӗ пулӗ: -3…+2. Кӑнтӑрла та 4 градус таран ҫеҫ ӑшӑтӗ.