Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сар хӗвел хӗрелсен» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова ӳнер тата таса юрату гимнӗ тесе хаклать.
«Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ ребус пекех кӑткӑс тата хӑйне евӗр. Пӗр пек шӑпа та, пӗр пек шухӑшлавлӑ ҫын та ҫук. Тӗн, ҫавӑнпах пуян, тӗрлӗ енлӗ пулӗ те тӗнче», — тесе шухӑшлать кӗнекене хакланӑ май Ольга Иванова.
«Сар хӗвел хӗрелсен» повеҫ шухӑшласа кӑларман историпе, Прасковья Петрова чӑваш хӗрӗпе паллаштрать. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер ача чухне тӑлӑха юлнӑ, тӑванӗсемпе ӳснӗ. Ӑна тӑван ашшӗпе Тихон Павловпа тӗл пултарман. Документлӑ хайлав авторӗ — Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналист. Кӗнекен редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Римма Прокопьеван ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗнекене 500 тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ.