Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кам ҫӗнтерни паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.03.2018 06:23 | 1571 хут пӑхнӑ
Культура
Иосиф Дмитриев режиссер. Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ
Иосиф Дмитриев режиссер. Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫалхипе 19-мӗш ҫул «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртрӗ. Кӑҫалхине Пушкӑртстанри Дина Давлетшина критик та хаклассине эпир пӗлтернӗччӗ. Конкурса, аса илтерер, театрсем хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑннӑ.

Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Анчах, эпир илтнӗ тӑрӑх, юрласа та ташласа тӑман, ҫӗнтерӳҫӗсене асӑннипех ҫырлахнӑ. Ҫакӑ театр ӗҫченӗсем те Кемӗрти инкекшӗн хурланнипе ҫыхӑннӑ.

«Чи лайӑх музыка» номинацире «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакльти кӗвӗпе Лолита Чекушкина ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи Валентин Федоров («Чиполлино») палӑрнӑ. «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» ята Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Анна Кудряшова («Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн») тивӗҫнӗ, «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарне» — Вырӑс драма театрӗнчи Александр Смышляев («Венецианские близнецы»), «Иккӗмӗш планри ли лайӑх сӑнар» — Геннадий Виноградов (оперӑпа балет театрӗ лартнӑ «Чиполлино»). «Чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев («Виҫ кӗтеслӗ юрату») ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» тесе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Ҫил ачисем» ӗҫне палӑртнӑ.

#конкурссем, #театрсем, #культура, #Пушкӑртстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем