Политика
![]() Александр Шадриков Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби. Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |