Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Трак ен» техӗмлӗ апатпа сӑйлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.10.2011 12:08 | 1688 хут пӑхнӑ

Юпан 11-мӗшӗнче Красноармейски ялӗнчи Ленин урамӗнчи 89-мӗш ҫуртра (финн поселокӗн микрорайонӗнче) халӑх апатланӑвӗн ҫӗнӗ предприятийӗ — «Трак ен» кафе — уҫӑлчӗ.

Ҫав ятпа кунта иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. В. Александров, ытти хӑнасем, «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнчӗҫ.

«Ӑнӑҫлӑ ӗҫлемелле пултӑр сирӗн», — терӗ Владимир Валерьянович хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ май.

Кафе директорӗ Л. М. Петрова ӑна, ытти хӑнасене ӑшшӑн тав турӗ, «Трак ен» алӑкӗ пурин валли те уҫӑ пулнине палӑртрӗ.

 

Пӗлме. Людмила Михайловна Петрова — Красноармейски районӗнченех, Васнар ялӗнчен. Халӑх апатланӑвӗн тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хурать. 2001 ҫулта ӑна «Раҫҫей Федерацийӗн мастер-поварӗ» ят панӑ.

Кафере 2 зал: пӗри 80 ҫын вырнаҫмалӑх, тепри (банкетсем ирттермелли пӗчӗк зал) — 12 ҫын валли. Вӗсенче таса та ҫутӑ, хӑнасене тарават йышӑнма пӗтӗм майсем пур. Пысӑк зал стени ҫине хальхи йышши телевизор вырнаҫтарнӑ: спорт тата вӑйӑ, ытти передачӑсем пӑхма меллӗ. Кӗҫех тата тепӗр зал уҫма палӑртаҫҫӗ.

1-2-мӗш апатсен ассортименчӗ пысӑк, хакӗсем те пурне те тивӗҫтермелле. Кунта юбилей, корпоратив каҫӗсем, банкетсем ирттерме те, кукӑль-икерчӗ пӗҫерме те заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кафе ӗҫченӗсем (сӑмах май, кунта 9-ӑн вӑй хураҫҫӗ) тутлӑ апат-ҫимӗҫпе вырӑна тухса та тивӗҫтерме хатӗр.

«Трак ен» кафе 10 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен канмалли кунсемсӗр ӗҫлет. Сире кунта яланах хапӑл туса кӗтсе илӗҫ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе хӑналӗҫ. Красноармейски урлӑ иртсе каймалли ӗҫсем пулсан керсе тухма ан манӑр — техӗмлӗ апатпа сӑйлӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #апатлану, #Красноармейски

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем