Тӗн
![]() Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ «Скоропослушница» Турӑ Амӑшӗн Турӑшӗн чиркӗвӗнче эрех серепинчен хӑтӑлайман ҫынсем валли занятисем йӗркелӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, паян, пуҫланнӑ. Халӗ ушкӑн пухаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку ушкӑн ҫиччӗмӗш пулӗ. Занятисене никотин серепине ҫакланнӑ ҫынсене те чӗнеҫҫӗ. Ку ҫивӗч ыйту сирӗн чуна та канӑҫсӑрлантарать-и? Занятисене пырӑр. 18 сехет ҫурӑра пуҫланакан заняти 2,5 сехете тӑсӑлӗ. Вӑл храмӑн цоколь хутӗнче иртӗ. Ана Андрей Лапин ертсе пырӗ. Унпа ҫыхӑнмалли телефон: 8-967-475-99-35. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |