Чӑваш чӗлхи
![]() Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра «Языковая политика: общероссийская экспертиза» (чӑв. Чӗлхе политики: пӗтӗм Раҫҫейри экспертиза) канашлу-калаҫу иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Алевтина Долгова хутшӑннӑ. Пурӗ канашлура тӑватӑ секци ӗҫленӗ: «Русский язык как традиционная основа взаимопонимания и сотрудничества народов России»; «Актуальные вопросы национальной и языковой политики (для органов исполнительной власти субъектов Российской Федерации)»; «Родные языки народов России в контексте общероссийского языкового пространства»; «Популяризация русского языка в России и за ее пределами как необходимая составляющая государственной языковой политики Российской Федерации». Алевтина Петровна иккӗмӗш секцинче пулнӑ. Канашлу-калаҫура тухса калаҫакансен йышӗнче министерствӑри ҫын та пулнӑ. Мануйлова Ирина Викторовна (вӗренӳ министерствин патшалӑх департаменчӗн пуҫлӑх ҫумӗ) хӑйӗн сӑмахӗнче тӑван чӗлхесене упрассипе аталантарассине пӗтӗмӗшле вӗренӳ системи урлӑ ҫеҫ мар туса пымаллине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑна килекен ҫырусем пирки пӗлтернӗ. Ытларах енӗпе вырӑссем хӑйсене наци чӗлхисене ирӗксӗр вӗрентнипе кӑмӑлсӑрланса ҫыраҫҫӗ иккен, наци чӗлхисене хӳтӗлесе ҫыракансем вара ҫуккипе пӗрех-мӗн. Чӑваш Республикинчен чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе янисем пӗрре те ҫук-мӗн. Ҫапла май вара Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерствинче вырӑссене хӗстернине кӑна пӗлеҫҫӗ, чӑвашӗсен пӗтӗмпех йӗркеллех пек пулса тухать. Е чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхишӗн пач пӑшӑрханмасть имӗш. Паллах, наци чӗлхисене хӳтӗлесе республикӑра ҫыру ҫырман мар. Владимир Путинӑн нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе хумхатса яракан сӑмахӗсем хыҫҫӑн шӑв-шав пирӗн республикӑра та кӑштах ҫӗкленчӗ: «Ирӗклӗх» те ҫыру ҫырчӗ, Виталий Станьял ертсе пыракан ваттисен канашӗ те хӑйӗн сӑмахне пӗлтерчӗ, Анатолий Кипеч те В.Путин патне уҫӑ ҫыру шӑрҫаларӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерствине ҫитмен пулса тухать. Апла-тӑк пирӗн обществӑлла организацисен ытларах вӑй хурса ӗҫлемелле, ҫырусене республикӑри пуҫлӑхсене ҫеҫ мар, Мускава та ҫитерме тӑрӑшмалла. | ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр | ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Енчен те чӑнахах ҫапла пулсан, ку лару-тӑру ҫав тери йывӑррине систерекен тепӗр самант.
Ҫырусем пыраҫҫӗ пулсан — лару-тӑру чӑннипе япӑхах та мар.