Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗр тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл тӳлеве саккунсӑр майпа илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта, ун чухне хӗр 18 ҫул тултарман-ха, ҫывӑх ҫыннине ҫухатнӑ хыҫҫӑн пенси илме тытӑннӑ. 2014 ҫулта вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе вӗренӳ заваденийӗнчен кайнӑ. Ҫавна май унӑн пенси илмелле пулман. Анчах хӗр вӗренменни пики кирлӗ ҫӗре пӗлтермен. Ҫапла майпа 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ҫӗртмеччен вӑл 176 пин тенке яхӑн илнӗ. Халӗ ӗҫсене малалла тишкереҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫав районтах пурӑнакан 52 ҫулти арҫын та 44 пин тенкӗ компенсаци тӳлевне саккунсӑр майпа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |