Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Наци телекуравӗ «Учим чувашский» кӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонне пуҫлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 30.06.2017 13:30 | 3311 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Наци телекуравӗн эфирӗнче паян «Учим чувашский» (чӑв. Чӑвашла вӗрентепӗр) телекӑларӑмӑн ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлмалла. Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ ярӑмра куракансем Мускавран Шупашкара килнӗ Андрейпе паллашӗҫ. Андрей вара иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ патне хӑнана чӑваш чӗлхи вӗренме килнӗ. Иккӗмӗш сезон 6 кӑларӑмран тӑрӗ. Вӑл вӑхӑт хушшинче Андрей интереслӗ ҫынсемпе паллашӗ, ҫӗнӗ чӑваш сӑмахӗсене вӗренӗ, чӑваш чӗлхин ҫыру йӗркине ӑса хывӗ.

Ҫӗнӗ ярӑмри пӗрремӗш кӑларӑм эфира паян тухӗ, ӑна 20:30 вӑхӑтра курма май пулӗ.

Асилтеретпӗр, «Учим чувашский» кӑларӑма «Хавал» хастарсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш наци телекуравӗ пӗрле хатӗрлеҫҫӗ, вӑл вӗсен пӗрлехи проекчӗ шутланать.

#телекӑларӑмсем, #чӑваш чӗлхи, #Хавал, #ачасем, #Мускав, #хӑнасем, #наци телекуравӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем