Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Трак енре 2016 ҫулшӑн паракан Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсене чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 06.03.2017 19:29 | 1571 хут пӑхнӑ
Культура
Н.К.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем
Н.К.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем

Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 25 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 85 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ.

Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ:

Татьяна Ивановна Борисова сӑвӑҫа, публициста тата общество корреспондентне 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ, 2 кӑларӑмран тӑракан «Асӑмран каймасть Супар шкулӗ» асаилӳпе публицистика кӗнекишӗн. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикинчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ тӑратнӑ.

Геннадий Васильевич Кузнецов сӑвӑҫа тата журналиста, Йӗпреҫ район хаҫачӗн ял хуҫалӑх пайӗн редакторне, «Хыпар» чӑваш наци хаҫачӗн общество корреспондентне 2016 ҫулта Нестер Янкас поэт шӑпипе ҫыхӑннӑ материалсем ҫырса пичетленӗшӗн. Лауреат ятне пама «Красноармейски районӗн «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗ» автономи учрежденийӗ тӑратнӑ.

Вера Севастьяновна Архипова культура ӗҫченне, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче литературӑпа искусство пайӗн массӑллӑ ӗҫпе тата информаципе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен тӗп библиотекаре 2016 ҫулта Красноармейски (Трак) районӗнче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ентешсен ӗҫне-хӗлне тӗрлӗ майпа ҫутатса тӑнӑшӑн тата ӑна халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн, хамӑр районӑн культура аталанӑвне ҫӗклеме сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх» обществӑлла организаци тӑратнӑ.

Александр Анатольевич Казаков художнике тата дизайнера, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уҫлакан станци» чикӗллӗ яваплӑхлӑ обществӑн художник-оформительне компьютер графикипе тунӑ ӳнер хайлавӗсемшӗн тата 2016 ҫулта хӑй ӗҫӗсенчен йӗркелесе ирттернӗ куравсемшӗн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уҫлакан станци» чикӗллӗ яваплӑхлӑ обществӑн пуҫламӑш профсоюз организацийӗ тӑратнӑ.

Надежда Андреевна Филиппова культура ӗҫченне, Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи «Централизациленӗ клуб системи» муниципаллӑ бюджет культура учрежденийӗн ертсе пыракан менеджерне Красноармейски (Трак) районӗн культурине аталантарас ӗҫе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн, «Хавал» халӑх музыкин ансамбль юрӑҫинче пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑшӑн, 2016 ҫулта хатӗрленӗ тата ӑна ертсе пынӑ концертсемпе ӗҫсемшӗн. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи «Централизациленӗ клуб системи» муниципалитетӑн бюджет культура учрежденийӗ тӑратнӑ. 

Преми илме тивӗҫлӗ пултаруллӑ ҫынсене чаплӑ лару-тӑрура лауреат Дипломӗпе медальне парса чыс турӗҫ.

Лауреатсене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Алексей Львов саламларӗҫ, малашне те ҫирӗп вӑй-хал, иксӗлми пултарулӑх, пысӑк ҫитӗнӳсем, тулли телей сунчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв лауреатсен пысӑк концерчӗпе вӗҫленчӗ.

#Красноармейски районӗ, #премисем, #Йӗпреҫ районӗ, #хаҫатсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем