Чӑваш Енре ача пахчисем хута ярас енӗпе федераци программи вӗҫленнӗ пулин те ӗҫ чарӑнса ларман-ха. Ҫитес ҫул Шупашкарта виҫӗ ача пахчи уҫасшӑн.
Ача пахчисем Алькеш поселокӗнче, «Радужный» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче уҫӑлӗҫ. Алькешрине авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Чылайӑшне халӗ кирпӗчрен купалаҫҫӗ. Кунта вара панель хута яма шухӑшланӑ. Унашкалли «Садовый» микрорайонта та пур.
Ача пахчинче 240 вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе 12 ушкӑн ӗҫлӗ. Малтанах ку ҫурта Шупашкарти фирмӑн хута ямалла пулнӑ. Строительсем никӗс чавнӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кайран Патӑрьел районӗнчи подрядчике тупнӑ.
Ҫӗнӗ ҫулччен стена панелӗсене монтаж туса пӗтерме палӑртнӑ. Ача пахчи ҫитес ҫулхи ҫулла хута каймалла.