Кӑҫал шывра нумай ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсен йышӗнче ачасем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра каллех инкек сиксе тухнӑ. Атӑлта шыва кӗнӗ чухне хӗрача путса вилнӗ. Вӑл 14-15 ҫулсенчи пулнӑ. Шкул ачи хӑйӗн тантӑшӗсемпе шыва кӗме килнӗ.
Арҫын ачасем шывра вылянӑ. Путнӑ хӗр ишме пӗлмен ахӑртнех. 12 сехет ҫурӑра вӑл шыв айӗнче ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ.
Хӗрачан вилли ҫиеле тухсан ҫеҫ тупнӑ ӑна. Вырӑна полицейскисем те ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑша килсен хӗрачана ҫӑлма тӑрӑшнӑ. Анчах, шел те, вӑл сывласа яман.