Хулара
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре «Аборт тӑвассине хирӗҫ!» акци иртнӗ. Ӑна Православи тӗнне ӗненекен, ҫемьеленнӗ, ывӑлне воспитани паракан Константин Павлов йӗркеленӗ. Ку акци Пӗтӗм Раҫҫейри «Аборта хирӗҫ!» программӑпа килӗшӳллӗн пулнӑ. Ӑна кашни ачана, варта тӗвӗленнине те, хӳтӗлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем ку тӗлӗшпе общество шухӑшне улӑштарасшӑн, РФ Конституцине ку енӗпе тӳрлетӳсем кӗртесшӗн. Хӗрлӗ футболка тӑхӑннӑ ҫынсем иртен-ҫӳрене ятарлӑ брошюрӑсем валеҫнӗ. Константин Павлов шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем ытларах чухне кӑкӑрти усал шыҫҫӑ пула вилеҫҫӗ. Ку вара аборт тусан аталанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |