Шупашкарта суд сакки ҫине 41 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна астармӑш вӑйӑсен бизнесне саккунсӑр майпа йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта вӑл Шупашкарти автовокзалран инҫех мар хуҫасӑр киоск тупнӑ та унта вӑйӑ салонне йӗркеленӗ. «Бизнес» валли 8 компьютер туяннӑ, 8 ҫынна ӗҫе йышӑннӑ.
Анчах услам нумая пыман — 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче казинона полицейскисем ҫитнӗ. Вӗсем унти хатӗр-хӗтӗре туртса илнӗ.
Ҫапах арҫын лӑпланман. Вӑл каллех компьютерсем туяннӑ, ҫав ҫынсенех ӗҫе чӗнсе илнӗ. Хайхискер ҫав вырӑнтах астармӑш вӑййисен салонне йӗркеленӗ. Хальхинче те казино нумай ӗҫлеймен — ҫав ҫулах авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хупнӑ.
Суд арҫынна ҫирӗп режимлӑ тӗрмене 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ӑна унччен те айӑпланӑ. 2006 ҫулта суд ӑна йӗплӗ пралук леш енне 6 ҫуллӑха ӑсатнӑ.