Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2016 21:27 | 5076 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:

«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.

«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.

«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех Никита Харьков, Михаил Иванов, Кирилл Макаров палӑрчӗҫ.

«Чиперук» номинацие шкула пуҫламӑш классене ҫӳрекен хӗрачасем валли уйӑрнӑччӗ. Вӗсен хушшинче хаклавҫӑсем Куславкка районӗнчи Карачри тӗп шкулта пӗлӳ пухакан Елена Смирновӑна палӑртрӗҫ. Вӑл мала тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Мария Адюковӑпа Анастасия Фёдорова йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Валетовӑна, Виктория Ивановӑна татат Милена Захаровӑна палӑртмалла — вӗсем 4-мӗш, 5-мӗш тата 6-мӗш вырӑна тухрӗҫ.

«Шӑпӑрлан» номинацире пуҫламӑш класа ҫӳрекен арҫын ачасене хакларӗҫ. Вӗсенчен чи маттурри Павел Чернов пулчӗ. Вӑл Елчӗкри вӑтам шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем Вениамин Яскея тата Богдан Яковлева лекрӗҫ. Ҫавӑн пекех Артём Игнатьева, Илья Дубкова тата Кирилл Фомина палӑртас пулать.

«Сӑпка умӗнче» номинацие аслисем валли уйӑрнӑччӗ. Хаклавҫӑсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнчи Алевтина Матвеева тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Борцовӑпа Надежда Иванова йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех малтисен йышне Ирина Фёдорова, Николайпа Ираида Филимоновсем тата Елена Кириллова лекрӗҫ.

«Чи лайӑх видео» номинацире хаклавҫӑсем Любовь Адюковӑн (Елчӗк районӗ, Аслӑ Елчӗк) ӗҫне палӑртрӗҫ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулӗнче тӑрӑшакан Галина Андреева конкурс йӗркелекенӗсенчен ятарлӑ призне тивӗҫӗ.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн тулли хаклавӗпе тата Владимир Андреев сӑмахӗпе «Шкулта» интернет-журналӑн кӑҫалхи 2(20)№ паллашма пулать. Унтах кашни хутшӑнакан валли сертификатсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене эсир уҫласа илсе пичетлеме пултаратӑр.

Аса илтеретпӗр, ку конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Шкулта» интернет журнал, Чӑваш халӑх сайчӗ тата ЧНК пӗрле йӗркелерӗҫ. Чи пысӑк ӗҫ «Шкул ТВ» телеканала ертсе пыракан Владимир Андреев ҫине тиенчӗ — пурӗ 800 ытла видеосӑвӑ килнӗрен унӑн кашнине пӑхса тухса пахалӑхне кирлӗ таран ҫитерме тиврӗ, видеоканала вырнаҫтарса пымалла пулчӗ. «Шкулта» журналта ҫырнӑ тӑрӑх ҫак конкурса пурӗ 1000 ытла ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах та кӑлтӑксене пула (сӑмахран, йышӑну срокӗ иртсе кайнипе) хӑшӗ-пӗрине вырнаҫтарма май килмен.

Чыслав ҫитес кӗҫнерникун, акан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Чӑваш халӑх сайчӗ 1-мӗшпе 6-мӗш вырӑнсем (эпир хӑнӑхнӑ тӑрӑх вырӑнсене ҫапла палӑртӑпӑр: 1-мӗш, 2-3-мӗш вырӑнсем — 2-мӗш, 4,5,6-мӗш вырӑнсем — 3-мӗш) йышӑннисене парнесемпе тивӗҫтерӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсем дипломлӑ пулӗҫ. ЧНК та хӑйӗн парнисене хатӗрленӗ. Ачасене «Ҫиларман» ушкӑн та фокуссемпе тӗлӗнтерме хатӗрленет.

#Куславкка районӗ, #Пушкӑртстан, #Карач, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Хутар, #Шкулта, #ЧНК, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #Комсомольски, #Комсомольски районӗ, #шкулсем, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Туҫи, #Шупашкар, #ача пахчисем, #Елчӗк, #Аслӑ Елчӗк, #Чулкаҫ, #Вӑрмар районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/v20
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем