Чӑваш Енре кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ҫул-йӗр юсаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Транспорт министерстви ӗнентерет.
Ҫуркунне ҫул-йӗр яланхиллех япӑхса каять. Ҫавна май ятарлӑ предприятисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсассипе малалла тимлеҫҫӗ. Маларах каланӑ пек кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр кӑна мар, канмалли кунсенче те алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫанталӑк условийӗ меллӗ пулнине кура ӗҫ калӑпӑшӗ те самай пысӑк тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ министерство.
Хальхи вӑхӑта илсен юсав ӗҫӗпе "Чувашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта» обществӑсем тата Макаров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тимлет. Иртсе каякан эрнене илсен, сменӑра вӑтамран вӗсем 1500-1700 тӑваткал метр лаптӑк юсаса пынӑ. Юсама 66 техника явӑҫтарнӑ. Сменӑра 175 тоннӑна яхӑн материал тӑкакаланать-мӗн.
Маларах эпир шӑтӑк-путӑка "сивӗ асфальтпа" сапланине пӗлтернӗччӗ.