Тăлăх


Тăлăх юрри


Ай пирĕн пурăнăç

Иртсе кайре

Сиккипех.

Ей Турă, ах!

Теме çăмăлах

Мар çапах

Пирĕн анне вилсессĕн,

Урăххине илсессĕн

Пирĕн пурăнăç,

Пирĕн савăнăç,

Пуçларĕ каялла кайма.

Пĕлместĕп никама калама,

Анчах шанатăп Турă çине.

Ик тăлăх ача


I

Хĕнкасси ялĕн пус хапхинчен тухса чăнкă мар сăрт çине улăхса çитсен вĕсем иккĕшĕ те ял çине çавранса пăхрĕç. Малалла анаталла утмалла, вара ял курăнми те пулать, курăнми пулать тăван ял...

— Анюк, эс ма çапах йĕме чарăнмастăн, — терĕ Энтруш хăйĕн пĕчĕк ултă çулхи йăмăкне.

Анчах çапла каларĕ те хăй те ĕсĕклеме тытăнчĕ. Йăмăкне каланă çăмах хăйĕн кăмăлне уçса ячĕ. Çамрăк кăмăлăн куççулĕ нумай. Ăшра вăй çителĕклĕ мар вăл куççульсене тытса тăма.

— Айта, Анюк, çитет, йĕрсе нимĕн те тума пулмасть, — хыттăнтарах калама тăрăшса калать Энтруш. — Мĕн пит йĕмелли пур уншăн...

Мĕн вăл «уншăн»? Ăна Анюк мар, вун виççĕри Энтруш та лайăххăнах тавçăрса илеймест: те ялшăн, те урăх хурлăхлă япалашăн...

— Ăçта каятпăр вара эпĕр?!

Тĕлĕнмелле ку Анюкпа! Ăçта каяссине мĕнле тĕллесе калатăр Энтруш? Çурăм çине хутаç çакнă ачасем ăçта каяссине ăçтан пĕлччĕр? Ăçта каяссин тĕлĕ пур-ши вара ун пек ачасен?!

— Айта-ха, айта, ут эс, — çĕтĕк чавсаран тытсах туртать Энтруш, — утăпăр ак çак çулпа та, пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр, ăçта çитсе перĕнессине ман ăçтан пĕлес?

Малалла