Республика


Паян


Автономи кунне

Вут-çулăмлă Хĕрлĕ ялав айĕнче

Тăрса ураланнă чăваш ĕç çынни,

Ĕлĕк, пĕр хисепсĕр кун-çул хушшинче,

Пулайнă-ши санăн чунтан савăнни?

 

Паян — ирĕкре эс,

Паян — сан уяв,

Паян — хисепре эс,

Çук пусмăр, чăрмав...

 

Паян эс историн мăн çулĕ çинче

Умна та, хыçна та пăхса тĕлĕнен,

Тăван ялусем, хулусем хушшинче

Хăвах чăн хуçа пулнипе хĕпĕртен.

 

Чăваш ĕç çынни!

Сахал-и эс курнă, сахал чăтнă-и?

 

Çеçен хиртен килнĕ орда ханĕсем

Ик-виç ĕмĕр харăс туланă сана,

Вĕсен урхамахлă тискер çарĕсем

Таптанă, çаратнă паха çĕршывна.

 

Хансем хыççăн çитнĕ князьсем, патшасем

Тĕнче çутине те яман сан çине,

Вĕсен сĕмсĕр пуçлă усал тарçисем

Çапа-çапа хуçнă мĕнпур ĕмĕтне.

 

Таттисĕр сĕм тĕксĕм нумай ĕмĕрте

Вутра та эс çуннă, шывра та исленнĕ.

Илемлĕ, юратнă тăван çĕрĕнте

Таçти ют чура пек салхуллăн çӳренĕ.

 

Малалла