Поэзи


Поэзи вăл — уйрăм патшалăх...


Поэзи вăл — уйрăм патшалăх,

Ăна чинпала эс виçеймĕн:

Ĕнер тиркени — халь пахалăх,

Паян мухтани — тен, пиçеймĕ...

 

Сăмахăн тĕп ылтăнĕ — чăнлăх,

Ăна хурласа хуратаймĕç.

Поэзи вăл çамрăк яланлăх,

Ни пенси çук уншăн, ни канăç.

Поэзи пурăнать


Поэзи пурăнать

Те — çĕр çинче,

те — сывлăшра,

Те — акăш куçĕнче,

те — пахчара,

шур çĕмĕрт айĕнче,

Те — чунăмра,

те — юн тымарĕнче...

Поэзи пурăнать.

Çапах та эп

Ăна курмастăп —

унпала... пуплеп.

Поэзи пуртан


Пехил пек çыраймăп сăвва,

Аттил та ют мар-ха, ман кĕввĕм

Тăван енĕмех куç хывать,

Çурхи папак пек таса тĕввĕм.

Поэзи пуртан пуль тĕнче чухăн мар,

Поэзи парать хĕлхемпе шĕл-кăвар,

Кĕрет чĕрене йăпшăнса, шаккамасăр,

Пĕр сассăр, сăмах каламасăр.

Сăмах вăйĕпе çут тĕнче чечекленĕ,

Чечек хĕлле çурĕ хитре çеçкине.

Илем турри хăй пуль çапла чеченленĕ

Тивлетлĕ тăван та анне чĕлхине.