Пакша


Чĕрчунсен урокĕнче


Учительсене уяв ячĕпе экскурсие, вăрман варринче вырнаçнă шкула, уçă урок итлеме илсе кайрĕç. Уçланкăна пухăннă чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке упа вĕрентет. Парта вырăнне тунката, вĕренекенсем хурăн хуппи çине ручкăпа мар, чечек тунипе çыраççĕ.

— Пурте лайăх вĕренеççĕ-и? — интересленчĕç ялти шкултан килнĕ хăнасем.

— Пакша çури маттур. Вăл ыттисен вĕреннине уçланкăри хурăн тăрринче итлесе ларма юратать, хăй тĕллĕнех вулама-çырма хăнăхрĕ, — савăнăçне пытармарĕ упа.

— Кутăнлашакансем çук-и?

— Епле-ха унсăрăн. Мулкач урипе çырать те хăлхипе сăрласа хурать. Эпĕ ăна вăрçатăп, «2» паллă та лартса пăхатăп — усси сахалрах. Йĕрет, усал йăлине пăрахаймасть.

— Пурте тăрăшса вĕренеççĕ-и?

— Чеереххисем те пур. Тилĕ эпĕ сисиччен пакша тетрадĕнчен çырса илет, иккĕшне те «5» лартма тивет. Юлташĕнчен çырса илнине пĕлетĕп пулин те тилле «пиллĕкпе» савăнтаратăп: йăлтах тĕрĕс, пĕр йăнăш та çук-çке, — чунне уçрĕ упа.

Çав вăхăтра икĕ вĕренекен «пăшăл пăтти пĕçерчĕ».

— «5» паллăшăн сана пулă çитеретĕп, — пăшăлтатрĕ тилĕ пакшана.

— Пулă юратмастăп, — тавăрчĕ лешĕ.

Малалла

Пĕчĕк пакша


Эп пăхап чăрăш çине —

Пĕчĕк çеç пакша унта.

Вăл сикет çине-çинех,

Кускалать унта-кунта.

 

Кукăр турата лексе,

Лаплатса ӳкет çĕре.

«Аттерен лекет», — тесе

Сехĕрленнĕ хăй сĕре.

 

Пакша-ашшĕ куриччен

Çĕкленет те çĕр çинчен, —

Кĕç каллех — турат çинче,

Çӳллĕ чăрăш тăрринче.