Чĕрчунсен урокĕнче
Учительсене уяв ячĕпе экскурсие, вăрман варринче вырнаçнă шкула, уçă урок итлеме илсе кайрĕç. Уçланкăна пухăннă чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке упа вĕрентет. Парта вырăнне тунката, вĕренекенсем хурăн хуппи çине ручкăпа мар, чечек тунипе çыраççĕ.
— Пурте лайăх вĕренеççĕ-и? — интересленчĕç ялти шкултан килнĕ хăнасем.
— Пакша çури маттур. Вăл ыттисен вĕреннине уçланкăри хурăн тăрринче итлесе ларма юратать, хăй тĕллĕнех вулама-çырма хăнăхрĕ, — савăнăçне пытармарĕ упа.
— Кутăнлашакансем çук-и?
— Епле-ха унсăрăн. Мулкач урипе çырать те хăлхипе сăрласа хурать. Эпĕ ăна вăрçатăп, «2» паллă та лартса пăхатăп — усси сахалрах. Йĕрет, усал йăлине пăрахаймасть.
— Пурте тăрăшса вĕренеççĕ-и?
— Чеереххисем те пур. Тилĕ эпĕ сисиччен пакша тетрадĕнчен çырса илет, иккĕшне те «5» лартма тивет. Юлташĕнчен çырса илнине пĕлетĕп пулин те тилле «пиллĕкпе» савăнтаратăп: йăлтах тĕрĕс, пĕр йăнăш та çук-çке, — чунне уçрĕ упа.
Çав вăхăтра икĕ вĕренекен «пăшăл пăтти пĕçерчĕ».
— «5» паллăшăн сана пулă çитеретĕп, — пăшăлтатрĕ тилĕ пакшана.
— Пулă юратмастăп, — тавăрчĕ лешĕ.
— Чăх ашĕпе хăналатăп.
— Чăх ашĕ те çиместĕп.
— Чăх ашĕ те килĕшмест-и? Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтеретĕн. Мĕн çисе пурăнатăн вара?
— Мăйăр шĕкĕлчеме юрататăп.
— Ăçтан мăйăр тупам-ши? — пăшăрханчĕ тилĕ çури.
Вăл упа сисиччен урокран тухса тарчĕ, пакша йăвине шыраса тупрĕ те мăйăр вăрларĕ. Таврăнсан пакша çурине кучченеçпе хăналарĕ.
— Тавтапуç, — хĕпĕртерĕ лешĕ, упа сисиччен хăйĕн вырăнне, хурăн тăррине, хăпарса ларчĕ, хĕпĕртесех мăйăр шĕкĕлчерĕ.
— Урока кая юлса килекенсем çук-и? — ыйтрĕç учительсем.
— Кашкăр çури час-часах урок пуçлансан çеç килет. Пĕрремĕш урока, математикăна, тăтăшах сиктернĕрен задачăсене мĕнле шутламаллине ăнкараймасть. Кашкăр, итле-ха, санăн 2 хăлха: сылтăмми тата сулахаййи. Пĕр хăлха çумне теприне хушсан икĕ хăлха пулать. Хăлхасăр кашкăр мар вĕт эсĕ, — ăс пама тăрăшрĕ упа, анчах усси пулмарĕ. Чĕр чунсем кашкăр çурин урисене хушса-кăларса та пăхрĕç, çапах лешĕ нимĕн те ăнланмарĕ.
— Эпĕ кашкăр çурине мĕнле вĕрентмеллине пĕлетĕп, — чив-чив! чĕвĕлтетрĕ турат çинче ларакан пĕчĕк кайăк.
— Мĕнле? — пурте ун еннелле çаврăнчĕç.
— Пĕлетĕн-и, кашкăр çури, улăхра сурăх чупать, унпа пĕрлех путекĕ. Кала-ха, çерем çинче миçе чĕрчун чупать.
Кайăк чĕппи каласа пĕтереймерĕ — кашкăр çури ялт! сиксе илчĕ те уялла вĕçтерчĕ. Тинех математикăна ăнланчĕ курăнать.
Учительсене урок килĕшрĕ. Чĕрчунсем вĕсене пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç: кайăксем юрă шăрантарчĕç, куян çурисем ташларĕç, пакша фокуссемпе тĕлĕнтерчĕ, чĕрĕп сăвă каларĕ. Чăннипех те маттур иккен вăрманти туссем!
Уроксем хыççăн пакша çури килне чупса çитрĕ, кушелĕ самаях пушаннине курсан йĕрсе ячĕ: — Кам мана кӳрентерме хăйнă-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...