Пăши


Пăши пăрушĕ


— Пичче, пирĕн ĕнепе темле пăру ерсе килчĕ, — терĕ мана Илюш, кĕтӳрен таврăннă выльăхсене киле кĕртме тухнăскер. — Урисем вăрăм та çинçе. Хăй питĕ хитрескер.

Картишне тухрăмăр та ĕне патĕнчех тăракан пăши пăрушне куртăмăр. Хăй питĕ имшер, шăммипе тирĕ кăна.

— Ахăртнех, амăшĕсĕр тăрса юлнă пулмалла, — терĕм эпĕ. — Чĕнмен хăна пулин те хăваласа ярар мар-ха. Пурăнтăр.

Пăши пăрушне килтех хăвартăмăр, кĕтĕве те ямарăмăр. Ăна ĕне сĕчĕпе тăрантартăмăр, симес те сĕтеклĕ курăк тата-тата килсе патăмăр.

Виçĕ-тăватă эрнерен пирĕн Именчĕк (эпир ăна çапла ят патăмăр) маттурланса кайрĕ: кил карти тавра чупкаласа кăна çӳрет, сиккеле-сиккеле вылять.

Каярахпа вăл килти выльăхсемпе пĕрле кĕтĕве çӳреме тытăнчĕ, Паня ĕнерен пĕр утăм та юлмастчĕ.

Сивĕ хĕле те пирĕн патрах ирттерчĕ пăши пăрушĕ, мăкланă витерен нимĕн чухлĕ те ютшăнмарĕ.

Çуркунне выльăхсене тин кăна юр айĕнчен тухнă çерем çине кăларса пысăкланнă Именчĕк, теме сиссе, нумаях та çӳремерĕ, çывăхри вăрманалла чуп-тарчĕ.

Çур сехет пек иртсен вăрмантан икĕ пăши тухрĕ. Вĕсенчен пĕри Именчĕкчĕ. Эпир ăна çийĕнчех палласа илтĕмĕр. Вăл пирĕн пата пычĕ, алăсене ачашшăн çулакаларĕ те хăйĕн тусĕпе вар тăрăх таçталла çул тытрĕ.

Малалла