Манкурт


Кам пулса вăл çитĕнет?


Иккĕш те интеллигент,

Ашшĕ темĕн те пĕлет,

Пысăк вырăнта ĕçлет,

Лайăх ĕç укçи илет.

 

Тепĕр чух, эрех ĕçсен,

Авалхи тĕнче çинчен

Калаçмашкăн юратать,

Чăвашлах юрлать тата.

 

Иккĕш те интеллигент,

Арăмĕ çынна сиплет.

Паллă, сумлă терапевт,

Латинла çырать рецепт.

 

Чирлĕ çын çав хут çинче

Вулаймасть мĕн çырнине:

Те çисессĕн ĕçмелле,

Те ĕçсессĕн çимелле?

 

Иккĕш те интеллигент,

Пĕр самант тĕлĕнтерет:

Чăвашла хаçат-журнал

Мăшăр çак тытса курман.

 

Пĕчĕк ывăл ирхине

Хăйĕн ашшĕ-амăшне:

— Папа, мама, дай-ка, — тет.

Кам пулса вăл çитĕнет?

 

Пуçлăхри — Каçал енчен,

Тухтăрти — Тăвайĕнчен,

Иккĕшĕ те чăвашсем,

Хамăр халăх çыннисем.

 

Эх, çынна пăсать хула,

Ашшĕ-амăшне пула

Ывăлĕ — пуклак сăмса

Çитĕнет манкурт пулса.