Кӳрентерӳ


Асаплă чăтлăх


Йӳç асилӳллĕ кĕçĕр шăплăх,

Йывăрăшпе пусать... пусать...

Хĕл каçĕ — вĕç-хĕррисĕр чăтлăх,

Шеллевсĕр шухăш — хĕç-турат.

 

Пĕлетĕп лайăх: ĕçкĕм-тертĕм

Сĕм чăтлăха илсе кĕрет.

Туса сăлтавсăр кӳрентертĕм,

(Курка çеç лайăх ӳсĕре).

 

Пуç кăшт хĕрсессĕн ăсăм катăк,

Çыртма пĕлместĕп чĕлхене.

Халь çавăнпа ак тăрăнатăп

Эп çивĕч хĕç-турат çине.

 

Пăшăлтатать чун-чĕм, мăнтарăн:

«Куклен те чĕркуççи çине

Ыйт каçару, эп пуртă парăп...

Вăл кастăрах тăмсай пуçне».

 

Каçарĕ-ши кӳреннĕ тусăм

Ăсне çухатнă ухмаха?

Ах, мăраланчăк-çке пит шуçăм.

Хăçан-ши сирĕ чăтлăха?