Гороскоп


Лева — арăслан


Лева Иванов гороскоп тăрăх арăслан. Çак тискер чĕрчун хуçаланма юратать, хăйĕн çулĕ çине тăракана тӳсме пултараймасть, яланах малта пуласшăн. Хăш-пĕр чухне арăслан наянланма кăмăллать. Вара кунĕпех çывăрать, тĕмсем айне кĕрсе выртсан йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те пĕлмест, интересленмест те. Хăйĕн тăрăх шăши-каюра, мулкач-тилĕ сиксе çӳренине те сисмест. Канлĕ пурнăçшăн антăхсах каять, анчах хăй пĕртте ĕçлесшĕн мар, çын ĕçĕпе ырă курса пурăнма хăнăхнă.

Пĕррехинче Лева гороскоп кĕнекине вуласа хăй арăслан пулнине пĕлчĕ те самаях тĕлĕнчĕ. Ăна ятне те арăслан пек хастар пултăр тесе панă-мĕн. Лева нихăçан та чапшăн çунман, укçашăн антăхман, наянланса та выртман. Хуçаланма та юратмасть вăл. Çак йăваш та ырă кăмăллă ача амăшне итлет, ăна яланах пулăшма тăрăшать, шыв кӳрет, сарайран тислĕк кăларать, пахчара тар тăкать, ашшĕпе пĕрле кĕтӳре те çӳрет.

Гороскопа вуласа тухсан ача шухăша кайрĕ. Хăш-пĕр чухне ăна тус-тантăшĕсем кӳрентерни те пулать. Тен, чăн та, арăслан пулса пăхмалла, ун чухне ăна никам та çиллентерме хăяймĕ!

Çапла шухăшласа илчĕ çеç ача — хăйĕнче вăй-хăват хушăннине туйрĕ. Хăй те сисмерĕ — умĕнче утса пыракан Никитăна ура хурса такăнтарчĕ.

Малалла

Çĕр çине ӳкнĕ Çăлтăр тата гороскопăн 12 уççи


Тахçан ĕлĕк-авал пĕлĕт çинче питĕ нумай çăлтăр пулнă. Вĕсем питĕ илемлĕ ялкăшнă. Çынсем вара çӳле пăхса чунтан хĕпĕртенĕ, çăлтăрсен çутинче юрлас килнĕ, вĕсене курсан пуçа тайнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă çăлтăрсем!

Чи асли вĕсенчен — Уйăх, ытти çăлтăрсем ăна пăхăнса тăнă. Анчах та çак илемлĕ çăлтăрсем хушшинче тепĕр Çăлтăр пулнă. Вăл хăйне питĕ мăнна хунă, эпĕ пуринчен те чиперри, — тенĕ. Çак Çăлтăр Уйăх вырăнне ларма ĕмĕтленнĕ. Уйăх çавăн çинчен пĕлсен ăна тавăрма шутланă. Çăлтăра вăл пĕлĕт çинчен çĕр çине антарса янă.

Çĕр çинче çак Çăлтăр илемлĕ, йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан хĕр пулса тăнă. Пуçланнă вара çав самантран хĕрĕн çут тĕнче тăрăх çӳресси. Çĕр çинче тем тĕрлĕ нуша курса пĕтсен вăл тинех хăй йăнăшне ăнланнă. Уйăхран каçару ыйтнă, анчах Уйăх ăна çапла каланă:

— Эсĕ каялла таврăнма пултарăн, енчен те эсĕ гороскопăн 12 уççине пурне те пĕрле пуçтарса мана кӳрсе паратăн пулсан. Ун чухне шухăшласа пăхăп, тен каçарăп та. Тупаймастăн пулсан яланлăхах çĕр çинче юлăн.

Малалла