Алфавит


37 пĕртăван


Пĕр уçланкăра 37 пĕртăван пурăннă тет. Амăшне Сас палли тесе чĕннĕ. Çемьере 13 хĕрпе 24 ывăл пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Ь тата Ъ — калаçма та пĕлмен. Амăшĕ 2 ачишĕн хытă куляннă, тем пекех калаçтарас килнĕ вĕсене, юмăçа та кайса пăхнă, усси пулман. Э, Ĕ, Ӳ, И хĕрĕсем çемçе кăмăллă, А, Ă, О, У, Ы — кăмăлĕпе çирĕпрех, калаçасса та хыттăнрах калаçма юратаççĕ. Йĕкĕрешсем Е, Ă, Ю, Я пиччĕшĕпе — Й сас паллипе туслă, кăмăлне кура икĕ сасăпа шăхăркаласа çӳреççĕ. Чĕлхесĕр Ь тата Ъ пиччĕшĕсем çумне хĕсĕнме юратаççĕ. Сас паллин ывăлĕсем те тĕрлĕрен: улттăшĕ В, Й, Л, М, Н, Р пĕрмай янăраса çӳреççĕ, ялан тем çитмест. Çав хушăрах пиллĕкĕшĕ Б, Г, Д, Ж, З хăйсен мăшăрĕсемпе П, К, Т, Ш, С-па пĕр çăвартан, шăкăлтатса пурăнаççĕ.

Сас паллисем уçланкă варрине пуçтарăнма юратнă. «Ачасем, икерчĕ пиçрĕ, икерчĕ çимелле»,-чĕнчĕ амăшĕ ачисене. Ирхи ăшă сĕтпе икерчĕ çинĕ хыççăн чашăк- тирĕке пуçтарса тирпейлерĕç пĕртăвансем, канма ларчĕç. Кĕçех уçланкă сас паллисен шавĕпе тулчĕ: Ю юрлать, Т ташлать, К кулать, ыттисене култарать, С сиккелет те силленет, Ç çыру çырать, В вулать, вĕренет, А ахăлтатать, Ч чĕпĕтет, Ы ыраттарать, Ӳ ӳлет, Ш шавлать, М макăрать, Й йĕрет, Х хитренелет, Ĕ ĕçлет...

Малалла