Ака


Çĕнтерӳ аки


Тарăн юр айĕнчен тухакан нӳрĕ çĕр

Тутă вăрлăх ыйтать кĕвĕçсе.

Аслă çĕр ырă вăрлăхпала пĕтĕçтĕр,

Пире кӳтĕр паха çимĕçсем.

 

Яри уçăлнă уй хапхинчен хирелле

Трактор тухрĕ. Ак ун умĕнчен,

Çĕрлехи тĕлĕк пек, шур тĕтре сирĕлет,

Çĕнĕлле çуралать çут тĕнче.

 

Çак палланă машина çине çулсерен

Тухаканччĕ ларса каччă-тус.

Анчах халь саламлатăп эп çамрăк хĕре, —

Пике-хĕрĕм, пуçна эс ан ус!

 

Паттăр йĕкĕт, пĕлетĕн, халь урăх çĕрте,

Вут-кăварлă хĕрӳ акара.

Халь вăл çулăм акать, тăшмана вăл хĕртет,

Унăн ĕçĕ унта пахарах.

 

Çавăнпа та, хире тракторпа тухнă хĕр,

Сан ĕçӳ те халь пултăр хĕрӳ!

Вăрлăхпа та юнпа акăнан аслă çĕр

Çитĕнтертĕр часрах Çĕнтерӳ!

Çĕнтерӳçĕ


Пирĕн аслă çĕршыв тӳпинче

Ĕмĕр-ĕмĕр

Сивĕнми те сӳнми

Çутă çăлтăр çунать.

Тĕнчен пилĕк енне

Сапăнать унăн хĕмĕ,

Пилĕк çулăм —

Вăл пирĕншĕн пилĕк çунат.

 

Çакăнта, çак çăлтăр айĕнче,

Манăн тантăш,

Пĕрле ӳснĕ юлташ,

Юмахри паттăр пек,

Нӳрлĕ тулăх çĕре

Хурçă касăпа тарăн

Хускатса çĕнетет

Вăйлă тракторĕпе.

 

Çĕрĕпех, çĕрĕпех

Хурçă утăн моторĕ

Лăпланмасăр кĕрлет.

Çĕр ăна парăнать.

Манăн та ыйхăм çук.

Хиреляе эп васкарăм —

Сăнама

Самана çĕклекен акана.

 

Ялкăшать çутă çăлтăр.

Ун çулăмĕ чĕрĕ.

Кĕç сенкер тухăçа

Çулăм хыпрĕ йăлтах.

Çĕршыв сыхă та лăпкă,

Ăна кунĕн-çĕрĕн

Хураллать чикĕре

Пирĕн паттăр салтак.

 

Сухала, тракторист, çерем уç!

Çутă çăлтăр

Çутинче эс

Коммуна ĕçне

Васкатан.

Çак ĕçре — ыранхишĕн! —

Ман сăвă та тăтăр,

Сан пек паттăр та çирĕп,

Тӳрех санпа тан!