Карпат


Ашшĕ таврăнни


Инçетрен, тĕтреллĕ Карпатран,

Ашшĕ килнĕ хăй тăван ялне.

Станцие вăл çитнĕ каç пулсан,

Лав кĕтмен, васканă кил енне.

 

Трактор шунă вĕтлĕх патĕнче,

Йăлтăр пĕчĕк çутă вылятса.

Çар çыннийĕн чунĕ-чĕринче

Ăшă туйăм килнĕ хăпарса.

 

— Хăш бригада? Кам-ши тракторист?

Манăн çывăх юлташсем мар-ши? —

Шухăшланă утнă май танкист,

Чарăннă вăл пĕр самант хушши.

 

Тӳсеймесĕр чупнă çар çынни,

Пусă урлă трактор патнелле.

Янăранă уççăн кăшкăрни:

— Эй, кăшт чар-ха! Пурнăçсем мĕнле?

 

Ыталанă ашшĕ ывăлне

Хăй çӳретнĕ трактор умĕнче.

Курнă касă тарăн иккенне.

Куççулли çуталнă куçсенче.

Вăрçă сăввисем


Пултăм эпĕ Карпатра

Тĕнче çуннă самантра.

Ĕмсе юлчĕ çав Карпат

Манăн çăмăл юнăма,

Çамрăк вăйăм-халăма.

Карпат сăртсем вăрманлă,

Шырланлă, çырмаллă.

Вăрман-çырма тĕпсенче

Вырткалатчĕç салтаксем,

Ĕмĕрлĕхех ӳкнисем.

Çӳллĕ тăвсем хушшинче,

Çав хуйхăллă кунсенче

Ĕмĕрлĕхе астума

Юнлă çăлсем тухатчĕç,

Хĕрлĕ шывсем юхатчĕç.

Сĕвек тăвайккисенче,

Çырма-хушăк тĕпсенче

Курăнатчĕç чылаях —

Тарăн, вăрăм окопсем,

Çĕн тăпраллă масарсем.

Паттăрсен çулĕ


Кавказран — Карпата çитиччен,

Карпат урлă татах малалла!

Атăлтан — Вислăна çитиччен,

Висла урлă татах малалла!

Тăшмана шăтăка чикиччен,

Берлина çĕмĕрсе кĕриччен

Пирĕн çарăн малтан малах каймалла!

 

Кавказ сунчĕ пире вут чĕре,

Атăл сунчĕ пире аслă çул:

«Çĕршыв ывăлĕ, çак тĕнчере

Паттăртан паттăрри эсĕ пул!»

Çак пилпе ĕмĕртен ĕмĕрех

Эпир хамăр юратнă çĕре

Мăшкăла кăларман, кăларассăмăр çук!

 

Çул параççĕ пире шыв-шурсем,

Пуç таяççĕ пире сăрт-тусем,

Йыхăраççĕ пире тăвансем:

«Арăсланăмăрсем, килĕрсем!» —

Пирĕн çар малалла пынăçем

Çуталаççĕ çынсен куçĕсем,

Вăй илсе чĕрĕлеççĕ ялсем, хуласем.

 

Емĕрсен çĕнтерӳ çул-йĕрне

Пирĕн халăх хăюллăн хывать.

Кĕтесрен кĕтесе тĕнчере

Янăрать пирĕн хурçă хăват.

Пирĕн çар тăшмана çĕннĕрен

Пĕтĕм çĕр чĕрĕлет çĕнĕрен,

Вăл тата ирĕкреххĕн те аслăн сывлать.

 

Кавказран — Карпата çитиччен,

Карпат урлă татах малалла!

Малалла