Атмалкасси


Тăван ялăм — Атмалкасси


Эпир пурăнакан пысăк Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр пĕчĕк кĕтес пур. Çак кĕтесре вара эпĕ çуралса ӳснĕ тăван ялăм вырнаçнă.

Тăван ял... Тăван кĕтес... Çак сăмахсене ăшшăн асăнман çын та çук пулĕ. Ялта çуралса ӳссе пурнăçне аякри вырăнсемпе çыхса хунă çын та тăван ялĕшĕн тунсăхлать, ватлăх кунĕсенче те пулин ачалăхĕ иртнĕ кĕтесне курма васкать. Хăйĕн ĕмĕрне ялтан ниçта тухса курмасăр ирттерекеншĕн те питех те хаклă вырăн-çке вăл — тăван ял. Этем кăна мар, кайăк-кĕшĕксем те, чĕрчунсем те çакна ăнланаççĕ. Хĕл каçма кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем çуркунне çитсен те, çуллахи вăхăтра та кайнă çĕртех пурăнмалла пек те, анчах та çук вĕт, инçе çултан йывăрлăхсене çĕнтерсе каялла таврăнаççĕ, йăва çавăрса чĕпсем кăлараççĕ.

Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шывăм — Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕ. Чутай районĕпе чикĕленет вăл. Пăхса ытармалла мар тавралăх кунта. Ялпа юнашарах Выла шывĕ юхса иртет. Юханшыв пĕчĕккисен шутĕнче пулин те, унăн шăнкăр-шăнкăр сасси, вак чулсем хушшипе вылякан йăлтăркка пуллисем каçса çӳрекен кашни çыннăн чунне тыткăнлаççĕ. Выла шывĕ хĕррипе таçта çитиех хурăнлăх тăсăлать. Юханшыв тепĕр енче пысăках мар хутăш вăрман. Ячĕ те авалхиех унăн — Канав. Вăрман йĕри-тавра канавсем чавса тухнăран çавăн пек ят панă иккен ăна.

Малалла