Алманчă


Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм


Чăваш çĕршывĕн сив хĕлне,

Ун шур юрне эп юрататăп.

Шур юрлă аслă хирсене

Ялан эп асăмра тытатăп.

Çывăракан хыр вăрманне

Чун-чĕрене вырнаçтаратăп.

 

Алманчă ялĕн айккинче

Хальхи пекех хитре инçетчĕ,

Çума-çум çунашка çинче

Ларса вĕçетпĕр, чун сӳлетчĕ.

Çав вăхăт — асилӳсенче,

Эпир ачалăх тĕнчинчеччĕ.

 

Ай, шурă хĕлĕм, шурă хĕл,

Эс чун-чĕрем, ачаш саркайăк.

Ай, шурă хĕлĕм, шурă хĕл,

Сан чун-чĕрӳ юртан, хăй майлă.

Хĕл, пирĕн ĕмĕт килчĕ тĕл,

Эс мĕнешкел пит ырă, лайăх.

 

Ман патăма эс çывхарсам,

Юратнă тусăм, эс килсемччĕ.

Çак юрлă уй-хире пăхса

Ăна ху ытамна илсемччĕ.

Мана та ытала савса,

Ман чун çунать — çавна сиссемччĕ.

 

Çывăракан хыр вăрманне

Чун-чĕрене вырнаçтаратăп.

Шур юрлă аслă хирсене

Ялан эп асăмра тытатăп.

Шур юрлă савнă хĕллене

Манмастăп эп — тупа тăватăп.

«Эсĕ мĕн, савниçĕм, шухăш айне пултăн?..»


Эсĕ мĕн, савниçĕм, шухăш айне пултăн?

Сăрхăнать кичемлĕх хăмăр куçунтан.

Хуйхуна сирсемччĕ, куççульне пытар-ха,

Пурнăçпа килен-ха, савăнар чунтан.

 

Тăрнасем вĕçеççĕ — кăнтăртан килеççĕ.

Çуркунне тивлечĕ ăшăтать çĕре.

Çутçанталăк ăшшăн сапалать хаваслăх,

Пурăнăç телей халь парнелет пире.

 

Сан сăну салхуллă, хуйхă ăшне путрăн,

Пурнăç çуль тумхахлă, кăткăс вăл чăнах.

Хуйхуна вĕçтер-ха, хăвала хăюллăн,

Каласамччĕ, тусăм, ăшшăн пĕр сăмах.

 

Çăлтăрсем те çиçĕç, сар хĕвел йăл кулĕ.

Илĕртĕ Алманчă хăйĕн хырлăхне.

Пурăнăç — телей-çке, ĕмĕрех вăл пулĕ,

Тусăмçăм, курар халь унăн ырлăхне.

Çул сăмахĕ


Ăçта çеç çитмерĕм пулĕ

Хам кĕске кунçулăмра.

Поэт çулĕ — пурнăç çулĕ, —

Ĕмĕр çуннă çулăмра.

 

Миçе хут-ши вилтĕм-çунтăм, —

Юрăçа вилĕм тивмест.

Ман çĕршывăм — килĕм-çуртăм —

Ывăлне вилĕм сĕнмест.

 

Паттăрне парать вăл пурнăç,

Хăй юнне парать чунне.

Вилĕме çĕнсе кам курнă

Вăл çавна парать чапне.

 

Çӳремерĕм ятшăн-чапшăн

Ачалла пăшал тытса,

Хам çĕршывшăн та чăвашшăн

Эп çӳрерĕм юн тăкса.

 

Таврăнманшăн тусăм-йышăм

Эп çӳреп тĕнче касса,

Юрăçа, эс, халăх, йышăн

Ал парса та ыр сунса.

 

Çулăмра пĕтнĕ тус-тантăш

Калайман сăмахсене

Каласа çӳреп пĕр тăтăш,

Тĕл пулса тăвансене.

 

Хыçăмра Тутар çĕршывĕ,

Умăмра Чăваш тĕнчи, —

Пурăнсан этем ыр-сывă,

Ма пулмасть тăван панче?

 

Тутарта пур савнă ялăм —

Чăваш ялĕ Раккасси.

Туçине тата мĕн калăн —

Вăл та манăн хунькасои.

 

Эпĕ хам тутар чăвашĕ,

Малалла