Çăмарта


Сармантейĕн сар чăххи


Сармантейĕн сар чăххи

Сар çăмарта тунă та

Кăтиклесе йăвинчен

Анса кайнă таçталла,

Вара шăши пынă та

Сарă чăхăн çăмартине

Çапса ватнă хӳрипе.

Халĕ ĕнтĕ çавăншăн

Сар чăххи те какалать,

Сармантей те йĕрет, тет.

 

Чăваш чăххи, килти чăх,

Сармантейĕн сар чăххи,

Пулнă пуль çав пĕчĕккĕ.

Сар çăмарти пысăк мар,

Хуппи çӳхе пулнă пуль.

 

Савнă мучи, Сармантей,

Пĕр çăмарта ваннăшăн

Ан куллянсам эс текех.

Хăв хуйхуна пусарма

Виандот-и, плимутрок —

Шултра чăхă туян-ха.

Какалатăр виандот,

Кăтиклетĕр плимутрок.

Вĕтĕ чăхăн çăмарти,

Сарă чăхăн пулин те,

Кирепеле тайтарсан

Туртать вăтăр-хĕрĕх грамм.

Виандотăн çăмарти

Кирепеле виçсессĕн

Çитмĕл пилĕк грамм туртать.