Кам «йывăрлă»?
Район сыватăшĕнчи медсестрасем час-часах поликлиникăри кабинетсем тăрăх тăванĕсен-пĕлĕшĕсен докуменчĕсем-справкисем çине медосмотр иртни çинчен врачсенчен алă пустарса çӳреççĕ. Тăван-пĕлĕшсен кабинетсем умĕнче черетре тăрас килменрен ĕнтĕ çакă. Пĕррехинче шурă халат тăхăннă Валя медсестра та Васильев неврологăн кабинетне кĕрсе тăчĕ те йывăрлă хĕрарăмсен картине врач умне хучĕ:
— «Сывă» тесе час кăна алă пусăр-ха!
Васильев сестра çине тĕлĕнерех пăхса илчĕ те картă çине алă пусрĕ.
— Çурататăн, апла? — шӳтлесе илчĕ вăл. — Матур! Мату-ур!
Сестра хихиклетсе илчĕ те кабинетран тухса çухалчĕ.
Икĕ кунран Васильевăн çĕрлехи дежурствăра Вальăпа пĕрле пулмалла пулчĕ. Тата Нина медсестра та пурччĕ кунта. Икĕ сестра та коридорти пост сĕтелĕ хушшинче хутсемпе ĕçлесе ларатчĕç.
— Анализсем хыççăн кусенчен хăшне лабораторие чуптарас-ши? — шухăшларĕ врач, сестрасем патне çывхарнă май.
Кĕç Нина ятли врач хушнипе лабораторие вăр-варрăн утса кайрĕ.
— Ма эсир лабораторие мана мар — Нинăна ятăр? — ыйтрĕ сĕтел хушшинче ларса юлнă медсестра врачран.
— Эсĕ йывăрлă-çке! — йăл! кулчĕ врач. — Сана упрамалла.
«Пуç кашлать, хĕсет ăшра...»
Тĕпчев институтĕнчи
ентешĕме Валентина Харитоновăна
Пуç кашлать, хĕсет ăшра,
Каптăрми! Мĕн пулнă теп.
Ак каллех сыватăшра
Хăйранса выртатăп эп!
Тап-таса та çап çутах,
Калаçма хăват та çук.
...Чĕç тума тытса утап
Ыттисем курман пек чух.
Ачашлаççĕ йĕпчĕкпе
Алăран та каçакран,
Сĕтекне кĕленчепе
Тумлатаççĕ пăрăхран.
Вальă-Альăсем кунта
Шурă тумлă та маттур.
Укçапа телей сунсан
Шеллесе илни те пур.
Ик Йăван, пĕр Михаля
Каллĕ-маллĕ уткалать.
— Во, кунта Пари а ля! —
Тет те мат хушса калать.
Тавлашаймăн вĕсемпе.
— Тут тебе не институт!
Туртса çапĕç те йĕмпе,
Тăрса юлăн çара кут.
Чирлисен апат лапкки
Сарлака та, вăрăм та.
Кĕркури Çеруш Валькки
Пăшт ларать мал вырăнта.
Тухтăр, тухтăр, шураппа
Туллиех сыватăшра.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...