Суд


Качакапа куян


Пахчара купăста çинĕ

Качакапала Куян.

Качакине кĕç суд тунă

Вăрă пулнăшăн кайран.

— Ма мана çеç айăплатăр? —

Ыйтнă Качака судран.

Хурав пулнă: — Ма тесессĕн

Тарнă хуралтан Куян.

Суд та вут


Шăп кăнтăрла. 12 сехет.

Шакканă сасă илтĕнчĕ пӳртумĕнче. Итлесе тăнă пек пулчĕ Кĕркури пӳртре, урай варринче.

— Тук-тук-тук! — хыттăнах илтĕнчĕ тул енче.

— Питĕрмен! Хытăрах тĕк! Кам унта? — пӳртрен пӳртӳмнелле пуплесе тухрĕ Кĕркури.

— Ара, питĕрмен... Питĕрмен, ачам!..

— Уç! Халь тин пытараймăн.

Кĕркури нихçан питĕрмен алăка çĕклесе уçрĕ.

— Алăкки çапла анса ларать те вăл. Çĕклерех уçмалла. Вăт çапла, — алăка вăраххăн çĕклесе кăтартрĕ тул енчен кĕрекен çынна.

— Ан йăпăлтатса тăр. Пĕлетпĕр питĕрнине. Ăçта таварусем?

Ăнланаймарĕ Кĕркури. Темĕнле таварсене ыйтрĕ тул енчен кĕрекен.

— Пасара кайнăччĕ-ха вăл Анна, — терĕ аса илнĕ пек пулса.

— Мĕн ухмахланса тăратăн? Кала тӳррипе: ăçта таварсем?

— Эсĕ кам пулатăн-ха? Паллаймарăм-ха. Куçĕ-пуçĕ те...

Килнĕ çын хаярланса кĕчĕ пӳртелле.

— Пасара янă сначчăт?!

— Пасара. Укçа кирлĕ пулчĕ те...

— Сначчăт чăнах торковать тăватăн?

— Мĕн торковать туни-качки. Халь çулла. Пĕр эрнере чылай пухăнать çав. Кайса сутас терĕ.

— Киле нимĕн те хăварман-и?

Малалла