Мунча


«Эрне иртрĕ, мунчана...»


Ăшши – шала, йӳççи тула

(Ваттисен сăмахĕ)

 

Эрне иртрĕ, мунчана

Хутса хучĕ те чăваш.

Ӳте çăвĕ мунчала,

Ăшши пар-ха, пăш та паш!

Сиплĕ çĕнĕ милĕкпе

Ăшалам-ха ӳт-пĕве.

Çапăçам-ха кирĕкпе,

Çан-çурăма, эх, тĕвем!

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Такмакне атте пуçлать.

— Амак тартăр аякка,

Ӳт-тир юлтăр яп-яка.

Çăтти-çатти, çат-çат-çат!

Милĕкĕ ӳте çапать.

Явăнать ăшши-пăшши

Мунчара — вĕри ăрши.

Эп кĕтеп эрне хушши

Çакă çăтмах-ырлăха,

Имĕ-симĕ — пыллăха.

Мунчаран сипли пур-ши?

«Ак мунча та çак мунча...»


Ак мунча та çак мунча,

Кун пекки патшан та çук!

Ĕмĕтленнĕ-ши хăнча

Эп çакна тĕлленнĕ чух.

 

Пĕр енче вут каптăрми,

Тепринче — шывсен пăрми.

Кăшти-кашти пăрсанах

Пурте хатĕр вĕт сана!

 

Çапăнма та шикленӳ

Шутсăрах тирпейлĕрен.

Иленӳ те киленӳ

Тупрăмăр Йĕлмелĕре!

 

1999, пуш, 25.

Лидипе Микула Шăнкăрчсен

газ кĕртнĕ мунчи, Çарăмсан.

Мунчара


Пур çынсен çырман саккун:

Мунча хутнă шăматкун

Этем ĕмĕр-ĕмĕртен,

Сыхланмашкăн чир-чĕртен.

Мунчара халь, ак, паян

Эпĕ те шăллăмпалан.

Эх, сапатпăр чăш! та чаш!

Чул çине шыв ик чăваш!

Илчĕ шăллăм милĕкне,

Улăхать лапка çине.

Чăпă-чăп! Чăпă-чăп!

Милĕксем ташлаççĕ — чăт —

Тарлă çурăм çийĕнче

Аттен кивĕ мунчинче!

Пĕçерет, çапах ан чĕн!

Ах, тӳсмешкĕн питĕ хĕн!

Вăйлăрах, хытăрах

Çапăн, шăллăм, ан хăра!

Вылянтар çеç милĕкне,

Сипле çурăм-пилĕкне.

Сывлăх пултăр çирĕпрех,

Чир ан çулăхтăр пире...

Кивĕ çĕлĕк тăхăнса,

Хам та антăм çапăнса

Хаваспа лапка çинчен.

Ыррăн туйăнчĕ тĕнче.

Çичĕ курăк — çич туна


Çимĕк çитрĕ ярпайса,

Çулçă сарчĕ юрласа.

Çĕнĕ милĕк — çич туна,

Çĕнĕ хĕм кĕртсем чуна.

Сиплĕх пар та сывлăх пар,

Кирĕке çуса эс яр!

Çĕнĕ шурă пир кĕпе

Кӳтĕр тĕс сăна-пите.

 

Çĕнĕ милĕк,

чĕрлĕх пар,

Çĕнĕ милĕк, иплĕх сар.

Çичĕ курăк шывĕпе,

Çичĕ тĕслĕ эмелпе

Çăвăнар-ха çимĕкре,

Юн вылятăр ӳт-пӳре.

Çичĕ курăк — çич туна,

Ырлăхна кӳрсем чуна.

 

Эх, мунчи, уяв мунчи!

Çут тĕнче — чăваш пелчи.

Чулĕ — хаклă мерченрен,

Шывĕ — тутлă шерпетрен.

Сапрăн — хĕмлĕн чаш! тăвать!

Тутлă пăсĕ кĕç тулать,

Çимĕк çитрĕ ташласа,

Çулçă сарчĕ туй туса.

«Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр...»


Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр

Ташлаттарчĕ ирпе сар çулçа.

Шевлесем,

Савăнса алă çупăр,

Тӳпе уçрĕ кăвак хупăлча.

Сивĕнмен-ха хĕвелĕн мунчи.

Сăрт каçанĕ пăспа, ав, сывларĕ.

Кӳршĕ тус

Çапăнса тухнă мар-и?

Çыпçăнса тулнă милĕк çулçи.