Чечня


Чечняра пуç хунă ентешсене


Хĕвел анчĕ те пытанчĕ

Сăр вăрман хыçне.

Каçхи кӳлем шăппăн анчĕ

Урак ял çине.

Алăксем хупса шăпланчĕ

Кун ĕшеннĕ ял.

Хăй çути яла саланчĕ

Кантăкра чăл-чал.

Пĕр килте хăй çутăлмарĕ

Тĕттĕм кантăксем:

Ку килте халь тăлăх арăм -

Тăлăх ачисем.

Чечняра пуç хунă ашшĕ

Вăрçă хирĕнче.

Вилнĕ хут-хыпар таврашĕ

Амăш аллинче.

Макăрать, йĕрет пур саслă

Хуйхă çитнĕ кил.

(Хуйхă чикĕсĕр те анлă...

Вăхăтсăр ан кил)

— Эх, атте, атте, аттеçĕм,

Мĕншĕн пĕтрĕн эс? —

Кала-ха мана, аннеçĕм,

Манăн та пĕлес, —

Тет чĕрçи çинчи ачийĕ

Амăшне тĕртсе. —

Чарăн-ха, анне, йĕмешкĕн,

Тек ан лар йĕрсе.

Атте пек пулатăп паттăр

Сыхлăп Çĕр чысне,

Хам атте ятне ямасăр

Тăсăи ун ĕçне.

 

Çурçĕр иртрĕ... уйăх анчĕ

Сăр вăрман хыçне.

Урак ялĕ те лăпланчĕ

Путрĕ ыйхăшне.

 

21.9.2000.

«Чечняра юн юхать...»


Чечняра юн юхать,

Чечняра чун тухать.

Вĕлереççĕ пире,

Вĕлереççĕ пире.

 

Сыхлама Çĕр чысне

Кĕтĕм вăрçă вутне —

Йывăр-çке чĕрене,

Йывăр-çке чĕрене.

 

Канăç çук кун та каç,

Пуç йăтма юрамасть.

Лектереç çамкаран,

Лектереç çамкаран.

 

Мĕн чул çамрăк салтак

Шăтнăран тĕк пăртак

Хучĕç-çке пуçсене,

Хучĕç-çке пуçсене.

 

Эпĕ хам та вутра,

Чечняри тамăкра

Çунтăм икĕ хӳтчен,

Çунтăм икĕ хутчен.

 

Пултăм эп сахал мар,

Вилĕмпе юнашар,

Анчах юлтăм тăрса,

Анчах юлтăм тăрса.

 

01.02.1997.